Вӑрнарти хутӑш препаратсен заводӗнче Уганда ҫыннисем пулнӑ.
Республика экономикишӗн пысӑк пӗлтерӗшлӗ ҫав предприяти «Август» фирмӑна кӗрет. Заводра Уганда ҫӗршывӗн (вӑл Хӗвелтухӑҫ Африкӑра вырнаҫнӑ) Раҫҫейри чрезвычайлӑ тата тулли праваллӑ элчи Мозес Кизиге Каваалууко пулнӑ.
Предприяти директорӗпе Владимир Свешниковпа экономикӑн тӗрлӗ сферинче килӗштерсе ӗҫлес ыйтусене сӳтсе явнӑ. Вӑрнарти завод ӳсен-тӑрана чир-чӗртен тата сӑтӑрҫӑран хӳтӗлемелли 100 ытла тӗрлӗ препарат туса кӑларать. Продукци чикӗ леш енчи хӑш-пӗр ҫӗршыва та ӑсанать.
Авӑн уйӑхӗн 15-мӗшӗнченпе республикӑри виҫӗ районта тӑпра ытлашши нӳрӗ пулнине палӑртнӑ. Ку тыр-пул тухӑҫӗшӗн хӑрушӑ.
ЧР Ял хуҫалӑх министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, кунашкал лару-тӑру Йӗпреҫ, Вӑрнар тата Элӗк районӗсенче пулнине палӑртнӑ. Ҫак тӑрӑхсенче ҫумӑр нумай ҫунипе тӑпра ытлашши нӳрӗ. Халӗ вара шӑпах ҫӗрулми, куккурус, ҫу туса илмелли культурӑсене, пахча-ҫимӗҫ пухса кӗртеҫҫӗ.
Ведомство палӑртнӑ тӑрӑх, тӑпра 10-12 сантиметр тарӑнӑшӗнче йӗпе, ҫыпӑҫать.
Паян, авӑн уйӑхӗн 28-мӗшӗнче, Чӑваш Енӗн культурӑпа наукин паллӑ ӗҫченӗ Михал Тинехпи ҫуралнӑранпа 145 ҫул ҫитнӗ.
Вӑл 1877 ҫулхи авӑн уйӑхӗн 27-мӗшӗнче Етӗрне уесӗнчи (халӗ Вӑрнар районӗ) Мӑн Элмен ялӗнче ҫуралнӑ. Чӗмпӗрти чӑваш учителӗсен шкулӗнчен вӗренсе тухсан Чӗмпӗрти тӗн семинарийӗнче тата Хусанти тӗн академийӗнче ӗҫленӗ. Унтан вӑл тӗрлӗ ҫӗрти шкулта ачасене вӗрентнӗ, ҫав шутра — Чӗмпӗрти чӑваш шкулӗнче те.
1921 ҫулта Шупашкарта Тӑлмачсен комиссийӗнче тӑрӑшма тытӑннӑ, педагогика техникумӗнче, рабфакра, издательствӑра, Тӗп чӑваш музейӗнче, Республикӑри ӑслӑлӑх библиотекинче тимленӗ.
Чӑваш этногенезӗпе чӑваш халӑхӗн этнос историне тӗпчессипе ӗҫленӗ.
1937 ҫулта ӑна репрессиленӗ, 1956 ҫулта таса ятне тавӑрнӑ.
Вӑрнар районӗнчи йӗрке хуралҫисем Оттикӑвӑ ялне вӑрра шыраса пырса кӗнӗ. Унччен судпа айӑпланнӑ 43 арҫын килне ухтарнӑ чухне пакунлисем пӑши пуҫне асӑрханӑ.
Арҫын ӑнлантарса панӑ тӑрӑх, тискер чӗрчуна вӑл авӑн уйӑхӗн 20-мӗшӗнче персе ӳкернӗ. Ӑна тирпейленӗ те какайӗпе пуҫне килне илсе кайнӑ. Ҫав вӑхӑтрах арҫын офицаллӑ майпа сунарҫӑ шутланмасть, пӑшалне те тивӗҫлипе регистрацилемен.
Саккуна пӑсса сунара тухнӑшӑн арҫын тӗлӗшпе РФ Пуҫиле кодексӗн 258-мӗш стайин 1-мӗш пайӗпе пуҫиле пуҫарнӑ. Пӑшие персе пӑрахса ҫутҫанталӑка 80 пин тенкӗлӗх сиен кӳнӗ тесе йышӑннӑ.
Вӑрнар районӗнчи Кӳстӳмӗр ялне нимелле пулӑшма медиксем ҫитнӗ. Ахаль килмен — вырӑнти ял халӑхне скандинави уттипе тӗрӗс мӗнле утмалли пирки каласа панӑ.
«Тахҫантанпах патакпа утмалли техникӑпа паллашас тесеччӗ. Ҫынсем каланӑ тӑрӑх вӑл чӗрепе юн тымарӗн системине ҫирӗплетет. Пирӗн пата пырса кайнӑшӑн нимеҫӗсене пысӑк тав сӑмахӗ», — савӑнать Галина Ефимова.
Ял халӑхне скандинави уттипе ҫеҫ мар паллаштарнӑ, вӗсене пӗрремӗш пулӑшу кӳмелли меслетсене те вӗрентнӗ. Ҫавӑн пекех сывлӑха сиен кӳмен апатлану пирки каласа панӑ.
Нимеҫӗсем Кӳстӳмӗре «ДоброВСело» (чӑв. ЫрлӑхаЯла) акцие ирттернӗ май килнӗ. Ку акци «Общество сывлӑхне ҫирӗплетесси» федераллӑ программа шучӗпе пурнӑҫланать.
Вӑрнар районӗнчи Кӑмаша ялӗнче пурӑнакансем хӑйсен вӑйӗпе ҫӑла йӗркене кӗртнӗ тата пӗвене тасатнӑ. Кун валли хӑйсен кӗсйинчен укҫа кӑларнӑ.
Ҫӑл юсавсӑр пулни кӑмашасене тахҫанах пӑшӑрхантарнӑ. Вӑл арканса пӗтнӗпе пӗрех пулнӑ. Ҫавна май ялти хастар ҫынсем ӗҫе пуҫӑннӑ.
Арҫынсем ҫӑла хӑйсен аллипе юсанӑ. Халӗ вӑл усӑ курма юрӑхлӑ. Таса пӗве те ҫынсене савӑнтарать.
Унӑн виллине 2006 ҫултах тупнӑ. Анчах ҫав арҫын кам пулнине халӗ те пӗлмеҫҫӗ. Следстви комитечӗн Чӑваш Енри следстви управленийӗ пулӑшу ыйтать.
Вилене Вӑрнар районӗнчи Нурӑс ялӗнчи кивӗ ҫӑва ҫинче тупнӑ. Ӑна пусмӑрласа вӗлернӗ йӗр пулнӑран пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.
Арҫын 25-45 ҫулти пек курӑннӑ. Хӑй 165-173 сантиметр ҫӳллӗш.
Кам та пулин ҫак арҫынна паларӗ тӗк ҫак номерсемпе шӑнкӑравласа пӗлтермелле: 8(8352)-66-24-31 8-(83533)-2-35-98 е 02.
Вӑрнар районӗнчи ватӑ арҫын кӑштах ӗҫлекеленӗ те чӗри тӗлӗнчен ыратнине туйнӑ. Эмелне ӗҫмен, иртсе каять пуль тенӗ. Анчах унӑн сывлӑхӗ япӑхлансах пынӑ. Кӳрши вара васкавлӑ медпулӑшу чӗннӗ.
Арҫыннӑн миокард инфаркчӗ пулнӑ иккен. Унӑн онкологи чирӗ пулни лару-тӑрӑва тата кӑткӑслатнӑ. Светлана Васильева фельдшерпа Анна Осипова медсестра реанимобиль бригадине чӗннӗ. Ҫав вӑхӑтра вӗсем пациента ыратнине ирттерекен укол тунӑ, юн пусӑмне хӑпартнӑ.
Дмитрий Воробьевпа Сергей Кураков Наталия Кузьмина ертсе пынипе анестезиолог-медбратсем терапи ирттернӗ. Ҫапла вӗсем арҫыннӑн пурнӑҫне ҫӑлнӑ.
Чӑваш Енримял хуҫалӑх предприятийӗсенче вырмана тухнӑ, кӗрхисене те акаҫҫӗ.
Республикӑн Ял хуҫалӑх министерстви «Агрохмель» обществӑра пӗрчӗллӗ йышши культурӑсене вырасси хӗрӳ пырать. Куславкка районӗнчи «Родина» кооперативра кӗрхи ыраш акма пуринчен малтан тенӗ пек пуҫӑннӑ. Красноармейски муниципалитет округӗнче те комбайнсем вырмара ӗҫлеҫҫӗ. Шупашкар районӗнче 4 хуҫалӑхра вырмана тухнӑ. Шӑмӑршӑ районӗнче кӗрхисене акма 1022 гектар ҫӗр хатӗрленӗ.
Вӑрнарти 2-мӗш вӑтам шкул ҫумӗнчи ҫуллахи сывлӑха ҫирӗплетмелли лагерьте Виталий Яковлев кинологпа паян тӗлпулу иртнӗ. Вӑл хӑй пӗччен ҫитмен, пӗрле Пани ятлӑ йытта илсе пынӑ.
Кинолог ачасемпе тӗл пулнӑ май вӗсене йытӑсем пирки кӑсӑклӑ япаласем каласа панӑ. Ачасем ҫак чӗрчунсем Тӑван Ҫӗршывӑн аслӑ вӑрҫинче мӗнпе пулӑшни пирки, паянхи кулленхи пурнӑҫра мӗнле вырӑн йышӑнни ҫинчен пӗлнӗ. Шкул ҫумӗнчи лагере ҫӳрекенсене уйрӑммӑн Пани пирки каласа пани кӑсӑклӑ пулнӑ.
Виталий Иванович акӑ мӗн каласа панӑ: Пани сисӗмлӗ те чӑтӑмлӑ, вӑр-вар пулнипе полицейскисем преступленисене уҫса параҫҫӗ, вӗсене тӑвасран вӑхӑтра чараҫҫӗ, усал ӗҫ тӑвакансене тытаҫҫӗ. Йытӑ ачасене хӑйӗн хӑш-пӗр ӑсталӑхне те кӑтартса панӑ.
Лагере ҫӳрекенсене паянхи тӗлпулу кӑмӑл кайнӑ. «Ҫӗнтерӳ хаҫачӗ» вӑл нумайлӑха асра юлӗ тесе шантарса калать.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (21.06.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 736 - 738 мм, 13 - 15 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Сокольников Петр Фадеевич, патшалӑх ӗҫченӗ ҫуралнӑ. | ||
| Александров Павел Александрович, инженер, техника ӑслӑлӑхӗсен докторӗ, профессор ҫуралнӑ. | ||
| Яковлев Владимир Иванович, чӑваш журналисчӗ ҫуралнӑ. | ||
| Макаров Николай Иванович, чӑваш тухтӑрӗ, медицина ӑҫлӑлӑхӗсен докторӗ ҫуралнӑ. | ||
| Чӑваш таврапӗлӳҫисен пӗрлӗхне йӗркеленӗ. | ||
| Шупашкарта Петӗр Хусанкай палӑкне уҫнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |